Сценарий чувашского праздника для детей старшего дошкольного возраста «Илемпи вăййисем»

 Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждение

 «Детский сад № 11 «Колобок»

города Новочебоксарска Чувашской Республики

 

Сценарий чувашского праздника

для детей старшего дошкольного возраста

 «Илемпи вăййисем»

Подготовила:

музыкальный руководитель первой квалификационной категории

Степанова Галина Георгиевна

 

Илемпи вăййисем

Мероприятие   5-6 çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ:

1.Ачасене тĕрлĕрен уявсемпе паллаштарасси, вĕсен хаваслă кăмăлне çĕклесси.

2.Ачасене чăваш халăх сăвви-юррипе паллаштарасси, илемлĕх туйăмне аталантарасси.

Хаваслă кӗвӗ çеммипе Чакак вӗçсе кӗрет (Чакак тумне тăхăннă ача)

Чакак. Чак-чакак! Итлӗр! Итлӗр! Питӗ хăвăрт вӗçрӗм, ырă хыпар илсе килтӗм! Илемпи паян пурне те вăйă  картине чӗнет! Пурте килӗр уява савăнмашкăн ушкăнпа! Чак-чакак! (Вӗçсе каять).

Илемпи юрла-юрла сӗтел хатӗрлет:

Тантăшсене пухрăмăр, пухрăмăр,

Уçланкăна тухрăмăр,  тухрăмăр,

 Карталанса юрлама,

Тӗрлӗ вăйă выляма.

 Илемпи. Хапăл тăвăр йыхрава, килсе курăр уява!

                 Акă, мотор сасси илтӗнет. Хăнасем килеççӗ пулмалла.

«Автобус» юрăпа ачасем кӗреççӗ.

Илемпи. Ырă кун пултăр, хаклă  хăнасем. Эпӗ -Илемпи. Питӗ хавас сире курма. Паян пӗрле выльăпăр та кулăпăр, юрлăпăр та ташлăпăр!

 

Ачасем Илемпи ертсе пынипе вăйă картине тăраççӗ, юрă юрлаççӗ.

«Юрри лайăх-и?»

1 Улми лайăх-и  çеçки лайăх-и ?

Пирĕншĕн пулсан çеçки лайăх

Улми тата лайăхрах.

2 Тулли лайăх-и ыраш. лайăх-и

Пирĕншен пулсан ыраш. лайёх

тулли тата лайăхрах.

3 Юрри лайăх-и ташши лайăх-и

пирĕншĕн пулсан ташши лайăх

юрри тата лайăхрах.

 

Илемпи. Ачасем, пӗлетӗр-и? Эпӗ пӗччен пурăнмастăп. Манăн питӗ лайăх туссем пур. Вӗсем сире валли  вăйăсем хатӗрленӗ.

Кушак кӗрет.

Кушак. Сывлăх сунатăп, сире ачасем. Эпӗ- Кушак, Илемпин тусӗ.

Илемпипе ачасем: Сывлăх сунатпăр сана, Кушак.

Кушак. Эпӗ уйра  çӳреме юрататăп. Унта темӗн те куратăп.

 Куртăм эп пӗррехинче

Питӗ хитре кӗвенте.

Çичӗ тӗслӗ ялкăшать,

Мӗн пулать вăл, кам калать?

Ачасен асамат кӗперӗ тесе хуравламалла.

Кушак. Ачасем, мӗнле тӗссем курнă-ши эпӗ?

Ачасем  тӗссем  калаççӗ: хӗрлӗ, хӗрлӗрех сарă (оранжевый), сарă, симӗс, шупка кăвак (голубой), кăвак е сенкер (синий), хӗрлӗ кăвак (фиолетовый).

Илемпи. Айтăр-ха «Асамат кӗперӗ» юрă юрлатпăр.

 

Юрё «Асамат кĕпер.» Н. Суракин

1 Асамат кĕперĕ

çÿлте тÿпере

çут хĕвел тĕрлерĕ

Тĕнче çеçкере.

Хушса юрламалли:

 Асамат кĕперĕ

сар хĕр пек хитре-çке

Юлче ун чиперĕ

Пирĕн сăн-питре.

2 Асамат кĕперĕ

Ыталать пире

Пуç тайса пиллерĕ

Тĕррине пире.

Кушак. Маттур. Эсир малалла выльăр, эпӗ уялла каям-ха.

 

Автан кӗрет. Ки-ки-ре-ку! Сывлăх сунатăп, ачасем.

Илемпи. Паллашăр, манăн тепӗр тус- Автан.

Пурте пӗрле: сывлăх сунатпăр, Автан тус.

Автан. Пӗр вăрттăнлăх калатăп: çунат çапса юрлатăп, çырла  çиме  юрататăп.  Манăн вăйă çырласем  çинчен пулать.

Эпӗ ӳкерчӗксем кăтартатăп, сирӗн ӳкерчӗкри  çырла ячӗсене тӗрӗс каламалла.

Ачасем  çырла  ячӗсене калаççӗ.  Автан каять. Мулкач кӗрет.

 

Мулкач. Сывлăх сунатăп, сире ачасем. Эпӗ-Мулкач.

 Сирӗнпе пӗр вăйă вылясшăн. «Пахчаçăсем» ятлă. Икӗ командăна пайланмалла. Кашни командăран пӗрремӗшӗ «кишӗр» кайса лартать, тепри кайса кăларать, виççӗмӗшӗ кайса лартать, тепри кайса кăларать…Хăшӗ çӗнтерет?

Илемпи. Тавтапуç, Мулкач тус. Килӗшрӗ пире ку вăйă.

Мулкач каять. Упа çури кӗрет.

 

Упа. Сывлăх сунатăп, ачасем. Эпӗ Упа-утаман, физкультура юратакан. Сирӗнпе спорт вăййисене кăтартмалла вылятпăр:

Скакалкăпа сикнӗ пек,

Йӗлтӗрпе кайнă пек,

Гантельсем йăтнă пек,

Шывра ишнӗ пек,

Юлашкинчен вырăнта чупатпăр. Маттурсем. Сывă пулăр.

 

Илемпи.  Питӗ аван вылярăмăр. Ӗнтӗ хаваслă ташă ташлатпăр.

Пурте ташлаççӗ.

 

Илемпи.  Халӗ пурне те уяв сӗтелӗ хушшине пылак çимӗçсемпе чей ӗçме чӗнетӗп.

Чей ӗçеççӗ. Уяв вӗçленет.

Прикрепленные файлы

docx
chavash-uyave.docx 107,97 Kb 12.05.2022